Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 3, 8, 14 тата 19-мӗш шкулсенче ачасен Акатуйӗ иртнӗ.
Уявра шкул ҫумӗнче ӗҫлекен уйлӑхсене ҫӳрекен ачасем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 700 яхӑн шӑпӑрлан пулнӑ унта.
Уява ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене те чӗннӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем, администраци ӗҫченӗсем, хулари хисеплӗ ҫынсем пулнӑ.
Акатуй линейкӑран пуҫланнӑ. Унта ачасем Чӑваш Республикин гимне юрланӑ. Хулан хисеплӗ ҫыннисем тухса калаҫнӑ.
Унтан ачасене маршрут листисем валеҫнӗ. Вӗсем тематика станцийӗсем тӑрӑх кайнӑ. Конкурссем Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ: Чӑвашри эрешсем, тӑван тӑрӑха пӗлни, наци юррисемпе ташшисем, тупмалли юмахсемпе юмахсем, чӑваш тумӗсем…
Акатуя хутшӑннӑ ачасене хисеп грамотипе тата парнесемпе хавхалантарнӑ.
Ҫул-йер шӑтӑк-путӑк пулни — ҫивӗч ыйту. Ҫӗнӗ Шупашкарта та ку ҫынсене пӑшӑрхантарать. Пӗр арҫын тӳре-шара ҫула юсаса парасса кӗтсе илеймен — хӑйех шӑтӑка сапланӑ.
Арҫын хӑйӗн урапипе асфальт катӑкӗсем илсе килнӗ. Вӗсемпе вӑл Семенов урамӗнчи пысӑк шӑтӑксене сапланӑ. Унти ҫул тахҫанах арканнӑ. Водительсем унтан аран иртсе ҫӳренӗ.
Хула администрацийӗнче ҫулсене юсас тӗлӗшпе аукцион иртмелле пулнӑ. Анчах ӑна куҫарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ. Аукциона вара утӑн 8-мӗшӗнче ирттерӗҫ.
Винокуров тата Коммуналлӑ урамсенче ҫула вӗри асфальтпа сапланӑ ӗнтӗ. Тӗкӗрҫ ращинчи ҫула утӑ уйӑхӗнче юсама палӑртнӑ. Хальлӗхе документсем хатӗрлеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансем наркӑмӑшланни пирки республикпех калаҫрӗҫ. Халӗ учреждение юсамашкӑн хупнӑ, ачасем унта ҫӳремеҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ача пахчинче 140 шӑпӑрлан пулнӑ. Тепӗр кунхине пульницӑна 16 ачана илсе ҫитернӗ. Аслӑ ҫын та тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Анчах чирлисен йышӗ ӳссех пынӑ. Пӗтӗмпе 85 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсенчен 58-шӗ – ачасем, 27-шӗ аслӑ ӳсӗмрисем.
Роспотребнадзор малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑх какайӗнчен пӗҫернӗ суфлере тата хӗрлӗ кӑшман салатӗнче микроб тупнӑ. Лабораторире 35 сальмонеллез тупса палӑртнӑ. Чашӑк-тирӗк ҫинче пыршӑлӑх патакне тупнӑ. Ку чашӑксене йӗркеллӗ ҫуманнине, апат-ҫимӗҫе тивӗҫлипе хатӗрлеменнине ҫирӗплетет.
Ку лару-тӑрӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви сӑнасах тӑрать. Халӗ наркӑмӑшланнӑ ачасем хӑйсене йӗркеллӗ туйма тытӑннӑ.
Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче «Контур» суту-илӳпе кану комплексӗн территорийӗнче ҫулсерен иртекен «Атӑлҫи мисӗ» илемлӗх конкурсӗ пулнӑ. Унӑн тӗп йӗркелӳҫи — «Контур» комплекссӑр пуҫне Шупашкарти трикотаж хапрӑкӗн, «Юрма» агрохолдингӑн, «Суор» предприятин, Муркашри тата Етӗрнери кирпӗч савучӗсен, 21-мӗш телеканалӑн тата ытти хӑш-пӗр пуянлӑх харпӑрлӑхҫи Владимир Ермолаев.
Кӑҫалхи илем конкурсӗнче мисс ятне тивӗҫессишӗн 32 пике сцена ҫине тухнӑ. Вӗсем аялтан тӑхӑнмалли ҫипуҫпа та (илемлӗх конкурсӗсем кунсӑр иртмеҫҫӗ) сцена тӑрӑх утса кӑтартнӑ, Шупашкар трикотажӗн ҫипуҫне те кӑтартнӑ, наци тумӗпе те тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар пики Диана Николаева пӗрремӗш вице-мисс ята илнӗ. Иккӗмӗш вице-мисс — Сыктывкарти Арина Перевертень. Мисс коронине Энгельсри Анастасия Нестерова тивӗҫнӗ.
Республикӑри хастарсем чӗрчунсене хӳтӗлесе петици ҫырнӑ, унпа килӗшсе ыттисене те алӑ пусма ыйтаҫҫӗ. Ҫавсем Шупашкарти «Спецавтохозяйство» общество тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ельниковская роща» (чӑв. Тӗкӗрҫ рашчи) учреждени, унсӑр пуҫне ҫак хуласенчи коммуналлӑ хуҫалӑх службисене ӳпкелени сисӗнет.
Петицире килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене персе пӑрахнине ырламанни палӑрать. Чӗлхесӗр янаварсемшӗн пӑшӑрханакансем чӗрчунсене леш тӗнчене ӑсатиччен вӑхӑтлӑх усрамалли вырӑн уҫмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачасем тата аслисем умӗнчех йытӑсене персе вӗлернине те ҫавсем хурлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене вӑрах вӑхӑт тата нушаланса вӗлерекен эмел панине хирӗҫ.
Петицие ҫӗршыв Президенчӗ, Чӑваш Ен Элтеперӗ тата Чӑваш Енӗн прокурорӗ патне ҫитересшӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта та кӑҫал Акатуй ирттернӗ. Ӑна Иваново микрорайонӗнче йӗркеленӗ.
Акатуйра спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттернӗ, пултарулӑх ушкӑнӗсем юрланӑ-ташланӑ. Тӳре-шара хула ҫыннисене уявпа саламланӑ.
11-мӗш шкул стадионне 500 яхӑн ҫын пухӑннӑ. Малтанах сцена ҫинче «Сарнай» ансамбль пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Ансамбль чи малтан республика гимнне шӑрантарнӑ.
Сцена ҫинче пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарнӑ. Ҫынсем вара стадионта туслӑх картине тӑнӑ. Чи маттуррисем футболла, баскетболла выляса, вӗрен туртса ӑмӑртнӑ. Ҫавӑнтах самбо енӗпе ӑсталӑх класӗ иртнӗ.
Акатуйра микрорайонти пултаруллӑ тата хастар ҫынсене чысланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансем наркӑмӑшланни пирки пӗлтернӗччӗ. Лару-тӑру лӑпланман, ҫивӗчленсех пырать. Ун чухне 13 ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ вӗсен йышӗ ӳснӗ.
Ача пахчинчи аслӑ ӳсӗмри ҫын та, воспитательре ӗҫлекенскер, наркӑмӑшланнӑ. Ҫак кунсенче пульницӑна тепӗр 12 ачана илсе пынӑ. Халӗ вӗсене сиплеҫҫӗ. Сывлӑхӗ начарах мар халӗ вӗсен. Кунашкал чиртен сипленмелли хатӗрсем пур.
Антибиотиксемпе уколсем тусан ачасен сывлӑхӗ лайӑхланма тытӑннӑ. Выляма та пуҫланӑ вӗсем. Ӳт температури чакнӑ, анчах халех киле ямаҫҫӗ-ха — анализсем йӗркеллех мар.
Халӗ ача пахчинче санитари тӗлӗшӗнчен тӗрӗслеҫҫӗ, инфекци ӑҫтан лекме пултарнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр ача пахчинче шӑпӑрлансем наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ачасемпе пӗрле аслӑ ӳсӗмри пӗр ҫын та лекнӗ. Пӗтӗмпе 13 ача наркӑмӑшланнӑ. Ку 40-мӗш ача пахчинчи пӗр корпусра пулнӑ.
Ача пахинче ун чухне 147 шӑпӑрлан пулнӑ. Эрнекун, канмалли кунсенче пульницӑна наркӑмӑшланнӑ ачасене илсе килме тытӑннӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Ку лару-тӑрӑва ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова сӑнаса тӑрать.
Халӗ ача пахчине хупнӑ. Унта следовательсем ӗҫлеҫҫӗ. Ачасем килте лараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрине урӑх ача пахчине ӑсатнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкара Раҫҫей эстрада юрӑҫи Сергей Лазарев килет. Ун чухне шӑпах «Атӑлҫи мисӗ» илемлӗх конкурсӗ иртет.
Сергей Лазарев каҫхи 6 сехет ҫурӑра концерт лартӗ. Ку «Контур» суту-илӳ комплексӗнче пулӗ. Аса илтерер: Сергей Лазарев темиҫе ҫул каялла Еврокуравра ҫӗнтернӗ.
«Атӑлҫи мисӗ» илемлӗх конкурса кашни ҫулах ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта пикесем килме тытӑннӑ ӗнтӗ. Хальхинче коронӑна ҫӗнсе илессишӗн Хусан, Тамбов, Ярославль, Сарӑту, Киров, Аҫтӑрхан, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗсем тупӑшӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе ҫав кунах, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, палӑртӗҫ.
Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен управленийӗнче ӗҫлекен икӗ ҫын тата ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗнче тӑрӑшакан тӗпчевҫӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем хӑйсен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тата усламҫӑсене саккунлӑ ӗҫне чӑрмав кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ШӖМӗн хулиганла ӗҫе тӗпченӗ май харсӑрланнӑ палламан ҫынсене шыранӑ май тӑватӑ коммерци фирмине пырса кӗрсе унти компьютер техникине, ытти хута илсе кайнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫапла хӑтланни усламҫӑсене самай ура хунӑ.
Пӑтӑрмаха палӑртассишӗн харӑсах темиҫе служба ҫине тӑнӑ: ШӖМӗн хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗ, Федерацин хӑрушсӑрлӑх управленийӗ, Следстви комитечӗн управленийӗ тата республика прокуратури.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |